Чӳк уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енре кинофестиваль иртӗ. 11 лапамра экологи пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ.
ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче, 5 кун, ЧР Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче те фильмсем кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Салют» культура керменӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта таврапӗлӳпе истори музейӗнче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш районӗсенче - клубсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче фильмсем курма май пулӗ.
Ҫавӑн пекех фестиваль вӑхӑтӗнче экологи эксперчӗсемпе тӗлпулусем иртӗҫ, экологипе ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ тата ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑнма май пулӗ.
«Чӑвашавтотранс» предприятин Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗнче Г. Гурьев пассажирсене кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра ҫитерес тӗлӗшпе 1998 ҫултанпа вӑй хурать.
Ӗҫ стажне вӑл Вӑрмарти сельхозхими предприятинчен пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ Валериан Гурьевич та хӑй вӑхӑтӗнче районти тӗрлӗ организацире, ҫав шутра АТПра та водительте вӑй хуни пикри вырӑнти хаҫатҫӑсем хыпарлаҫҫӗ.
Геннадий Гурьев хайӗн ӗҫне юратнине, ирхи 5 сехет валли хаваспа кайнине пӗлтерет.
«Вӑрмар-Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус куллен тенӗ пек ҫула тухать.
Шанса панӑ ӗҫе яваплӑхпа, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн Геннадий Валериановича Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Кунпа пӗрлех ӑна «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» 2-мӗш степеньлӗ паллӑпа наградӑланӑ. 2012 ҫулта «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре хӗсмете кайма ҫулпа тивӗҫ ҫамрӑксен сывлӑхне тишкернӗ. Анчах сӑмахӗ пурин пирки те пымасть. 17 ҫултисем пирки. Яш-кӗрӗмӗн сывлӑхне кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӗрӗсленӗ.
Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ каччӑсенчен 70 проценчӗ кӑна ҫара кайма пултарать. Ыттисен сывлӑх начар. Мӗнпе чирленине те тухтӑрсем пытармаҫҫӗ. Вунҫиччӗри каччӑсем ытларах чух юн ҫаврӑнӑшӗн органӗсем начар ӗҫленипе аптӑраҫҫӗ. Психика чирӗсем те хальхи ҫамрӑксене аптӑратаҫҫӗ. Шӑмӑ чирӗсем те яшсемшӗн ют мар. Вар-хырӑм чирӗ те вӗсене аптӑратать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин амӑшӗсемпе ачисене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова пӗлтернӗ.
Ҫара кайма юрӑхлӑ каччӑсем йышлӑ районсене те асӑннӑ. Кунта Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӑрмар районӗнче, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлисем самай.
Чӑвашстат республикӑри предприяти-организацисем кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Вунпилӗк муниципалитетра организацисем тупӑшлӑ тӑрӑшнӑ-мӗн. Статистсем, сӑмах май каласан, пӗчӗк услампа тӑрӑшакансене, банксене тата страхлакан организацисене кунта кӗртмен. Танлаштарӑва Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи сакӑр уйӑхпа илсе тунӑ.
Уйрӑмах тупӑшлӑ ӗҫлекенсем, статистика кӑтартӑвне ӗнесен, Пӑрачкав райлнӗнче уйрӑмах йышланса кайнӑ. Ун пеккисен ӳсӗм ҫав тӑрӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчинчен 8,2 хут йышланса кайнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче ку кӑтарту 69,4 процентпа танлашнӑ, Шупашкар районӗнче — 61,6 процентпа, Вӑрмар районӗнче — 59,1 процентпа, Муркаш районӗнче — 57,5 процентпа, Комсомольски районӗнче — 56,9 процентпа, Йӗпреҫ районӗнче — 52 процентпа, Улатӑр хулинче — 41,8 процентпа.
Чӑваш халӑх артсистки Нина Яковлева сумлӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки нумаях пулмасть 75 ҫул тултарнӑ.
Праски рольне калӑплаканскер юбилейне тӑван тӑрӑхӗнче — Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче те — паллӑ тунӑ. Унта Нина Яковлевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Актрисӑна район центрӗнче те юбилейпе саламланӑ.
Нина Михайловна тӑван тӑрӑхне час-часах килсе ҫӳреймест. Хальхинче вӑл унта театрти ӗҫтешӗсемпе килнӗ. Ентешӗсем вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
Нина Яковлева ҫамрӑклӑхне аса илнӗ. Паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ. Вӑл чылай сӑнара калӑпланӑ. Ӗҫне кура хисепӗ те. Ентешӗсем унпа мухтанаҫҫӗ.
Унтан актерсем Вӑрмарта чарӑннӑ. Унта та Нина Михайловнӑна саламласа юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унта театр ӗҫченӗсем «Чикагӑри асатте пурлӑхӗ» камите кӑтартнӑ. Нина Яковлева тӗп роле калӑпланӑ.
Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ватӑ ҫынсен спартакиади иртнӗ. Районсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртура ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн А.Никоноровӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ.
Ӑмӑрту авӑнӑн 29-мӗшӗнче иртнӗ. Унта спорта юратакан 80 ытла ватӑ ҫын хутшӑннӑ.
Спартакиадӑна уҫнӑ ҫӗре район администрацийӗн элчисем, республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Василий Шоркин, «Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлӗхӗн» Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫи Роза Ракова тата ыттисем хутшӑннӑ.
Спартакиадӑна Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Шупашкар районӗсенчи пенсионерсем хутшӑннӑ. Вӗсем эстафетӑра 200 метр чупса, 25 метр ишсе, теннисла выляса тупӑшнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кубокпа, медальпе тата парнесемпе чысланӑ.
Ҫанталӑк кӗр енне кайнӑ май кунсем кӗскелсе пыраҫҫӗ, каҫсем вӑрӑмланаҫҫӗ. Пахчари ӗҫсем те вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ҫавна май ял ҫыннин пушӑ вӑхӑт тупӑнать.
Районсенче, ялсенче концертсен сезонӗ уҫӑлать. Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ ялӗнчи клубра та ҫакна халалласа концерт иртнӗ. Концерта тӗрлӗ жанрпа пуянлатнӑ.
Хӗрарӑмсен «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗ илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ. Драма ушкӑнӗ ял ҫыннисене хӑйсен спектаклӗсемпе темиҫе ҫул савӑнтарать. Хальхинче Альбина Игнатьевӑпа Алексей Миронов «Мыскара» сценка кӑтартнӑ.
Культура ӗҫченӗсем кун пек ӗҫсене ҫемье ансамблӗсене те явӑҫтараҫҫӗ. Игнатьевсем ав «Пурнӑҫ урапи» юрра юрланӑ. Ҫамрӑксене те концертсене хутшӑнма илӗртеҫҫӗ. «Весельчаки» хореографи кружокӗнчи хӗрсем халӑх кӑмӑлне ҫӗленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ кам пулни паллӑ пулнӑ. Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин кун тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ.
Официаллӑ документ тӑрӑх, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Павловӑн виҫҫӗмӗш ҫумӗ Константин Никитин пулать. Вӑл Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Патшалӑх службинче ӗҫличчен вӑл слесарьте, савутри цех наладчикӗнче, тӗп бухгалтерта, финанс уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1989-2010 ҫулсенче Константин Никитин Вӑрмарти РАЙПО председателӗнче вӑй хунӑ.
Министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗн экономист тата юрист дипломӗсем пур. Унччен ку вырӑнта Алексей Самаркин ӗҫленӗ. Вӑл халӗ Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнать.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 219 пин гектар ҫулнӑ (78,5 процент), ҫав шутра 218 пин те 983 гектарӗ ҫинчен тӗшӗлесе илнӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне районӗсенче вырма вӗҫленсе пырать.
Пӳлмене 453, 3 пин тонна тӗш тырӑ кӗнӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,7 центнера ларать. Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенчи хирсенчи тыр-пул тухӑҫӗ республикӑри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах.
Виҫӗмкун тӗлне ҫӗрулмине 1,5 пин гектар кӑларнӑ. Кашни гектартан тухӑҫ вӑтамран 217,6 центнер тухать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫирӗм районта кӑлараҫҫӗ. Тухӑҫ Елчӗк (364,9 центнер), Вӑрмар (284,3) тӑрӑхӗсенче уйрӑмах пысӑк.
Пахча-ҫимӗҫ 74 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 289,7 центнер.
Кӗрхи культурӑсене 51,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 51,6 проценчӗ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |